Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Самар облаҫӗнче Нартукана епле уявланӑ

Вӑйӑ тапраниччен хӗрсем пынӑ ҫынсене икерчӗ пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра та ӗҫтереҫҫӗ. Тӗттӗм пулсан ушкӑнӑн-ушкӑнӑн итлеме саланаҫҫӗ: чӳрече кутӗнче, пӳртри ҫӳппе ӑрама кӑларса пӑрахнӑ вырӑнта, йӗтем ҫинче, хирте итлесе ҫӳреҫҫӗ; ҫапла итлесе ҫӳренӗ чух пурӑнӑҫ тӑршшӗнче мӗн пулассине илтме пулать теҫҫӗ.

Хире итлеме вӑйпитти ҫынсем кӑна каяҫҫӗ, унта кайнӑ чух хӗрсене хӑвараҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле йӗри-тавра тимӗр карта ҫавӑрма пуртӑ, ҫӑкӑр сӑмсипе тӑвар илеҫҫӗ. Ялтан пӗр вун ҫухрӑм кайса хӑйсене тимӗр карта ҫавӑрса выртаҫҫӗ: унта усал пырса малашне мӗн пуласси ҫинчен каласа парать пулать. Ҫамрӑк-керем итлесе ҫӳресен-ҫӳресен малтан пухӑннӑ пӳртре мӑшӑрланса выляма тытӑнаҫҫӗ: пӗр-пӗрне пуҫҫаптараҫҫӗ, пӗрне-пӗри шав чуптутараҫҫӗ, чуптумасан явнӑ пиҫиххипе «хӗнеҫҫӗ», пукан урлӑ сиктереҫҫӗ, лайӑх сикеймесен каллех чуптутараҫҫӗ. Ҫурҫӗр ҫитеспе сурӑх ури тытма каяҫҫӗ: сурӑх витине кӗрсе сурӑх ҫӑмӗ ҫӑлса тухаҫҫӗ, хура ҫӑм пулсан хура каччӑ, хура хӗр пулать, шурӑ ҫӑм лексен сарӑ хӗр, сарӑ каччӑ пулать теҫҫӗ. Пӗчӗк ачасем юр ҫине мӗлке ӳкереҫҫӗ, мӗлке ҫине пучах пырса ӳксен ҫын телейлӗ пулать теҫҫӗ.

Самар обл., Похвиҫнӗ районӗнчи Емелккере К. Фёдоров ҫырса илнӗ. — ЧПГӐИ ӐА, I, 177,117 — 118 с.


 
Категорисем: Нартукан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 22:25:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3166 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем